Want to make creations as awesome as this one?

Transcript

Орлов Георгий Федорович

Орлов, Г.Ф. Вутри юрату : роман / Георгий Орлов. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 2009. - 381 c. В деревню приезжает лейтенант Дмитрий Тихомиров и женится на учительнице Людмиле Миролюбовой. Через 3 дня его вызывают в часть. После летних каникул Людмила уезжает к мужу, но встретиться не успевает – начинается война. Людмила попадает на фронт и работает медсестрой в госпитале, где и встречает мужа.

Орлов, Г.Ф. Вут-тãвãлла çулсем : роман / Георгий Орлов. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 2004. - 240 c. События, описанные в романе, происходят не только на разных фронтах войны, но и в чувашских деревнях. Основная идея – стойкость, героизм и патриотизм простого народа.

Орлов, Г. Ф. Ирхи йĕрсем: роман / Г. Ф. Орлов. – Шупашкар: Чăв. кĕн. изд-ви, 2004. – 352 с. Романра çырса кăтартнă ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн чи йывăр та кăткăс тапхăрĕсене сăнласа кăтартаççĕ. Автор колхозсем йĕркеленнĕ вăхăта, айăпсăр çынсене сăлтавсăрах хĕсĕрленĕ саманана, Тăван çĕршывăн аслă вāрçине, вăрçă хыççăнхи пурнăçа паянхи куçпа пăхса тĕрĕс хак парать.

Орлов, Г.Ф. Кил çути : поэмăпа сăвăсем / Г. Ф. Орлов. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 1982. - 79 с. Кĕнекене совет çыннисен хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ, ĕçпе кĕрешÿри çĕнтерĕвĕсем тата юратупа туслăхĕ çинчен çырнă «Кил çути» поэма, «Сана», «Çурхи туйăм» сонет кăшăлĕсемпе сонетсем кĕнĕ.

Орлов, Г.Ф. Сивě хыпарçисем : калавсем = Вестники морозов : рассказы / Георгий Орлов ; худ. И. В. Алексеев. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 2018. - 44 с. : ŷк. - На рус. и чуваш. яз. В книгу, адресованную детям младшего и среднего школьного возрастов, вошли шесть рассказов. Их можно прочесть не только на чувашском языке, но и на русском. Перевел их на русский язык Юрий Кушак. Произведения интересно обсуждать на уроках, полезно и для вдумчивого домашнего чтения. Писатель – художник слова. Георгий Федорович талантливо и живо описывает события, происходящие в природе, в жизни зверей и птиц. Его произведения заставляют задуматься, затрагивают душу.

Орлов, Г.Ф. Тривим йысна халапĕсем : калавсем / Георгий Орлов ; худ. И. В. Алексеев. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 2019. - 48 с. : цв.ил. В сборник вошли давно полюбившиеся читателю истории о невероятных приключениях дядюшки Тривима – весёлого, доброго шутника. То он голыми руками поймает трех медведей, то с петухом идет на охоту на тетерева, то седлает кабана.

Орлов, Г.Ф. Çулсем-йĕрсем... : сăвăсмпе поэмăсем / Георгий Орлов. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 1979. - 183 c. Георгий Орлов çак кĕнекене «Туслăх поэмипе» «Белорусси çилĕсем» ятлă поэмăсемпе сăвăсем кĕртнĕ, вĕсенче вăл тăванла халăхсен çирĕп пĕрлĕхне, мирлĕ ĕçри хастарлăхне, Аслă Отечественнăй вăрçăри хăюлăхĕпе паттăрлăхне кăтартнă.

Георгий Орлов (Егор Федорович Орлов) Шупашкар районĕнчи Туликкасси ялĕнче 1925 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă. Иккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн аслă вăрçине кайнă, унта полкри радиостанци начальникĕ пулнă. 1948 çулта, çартан таврăнсан, Г.Орлова ВЛКСМ Шупашкар райкомĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. 1951-1954 çулсенче вăл çар училищинче политика ĕçĕнче, 1954-1955 çулсенче «Ялав» журнал литсотрудникĕнче ĕçлет, унтан партин аслă шкулĕнче вĕренет. 1959-1963 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕ, 1964-1974 çулсенче — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, 1978-1985 çулсенче — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ. Литература ĕçне 1950 çулта тытăннă. Поэт, прозаик, куçаруçă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тантăшсем», «Кил çути», «Тривим йысна калавĕсем», «Поэмăсем», «Ирхи йĕрсем» т.ыт.те. Г.Орлова 1970 çулта Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1961 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Г.Орлов 2007 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.